Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Енилина Светлана Александровна

Енилина Светлана Александровна — экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, 2014 ҫултанпа Чӑваш Республикин финанс министрӗ. 1973 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

1996 ҫулта «Биологи» специальноҫпе И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. Тепӗр ҫулта, 1997-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «экономика теорийӗ» специальноҫе алла илнӗ.

2008 ҫулта «Теоретические и методологические аспекты формирования и совершенствования агропродовольственного рынка в современных условиях» ятлӑ диссертаци хӳтӗлесе экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ.

Хӑйӗн пӗлӗвне Канадӑра, Гонконгра ӳстернӗ.

1990–1997 ҫулсенче «АНКО» харпӑр пӗчӗк предприятинче тӗп бухгалтер вырӑнӗнче вӑй хунӑ. 1997–2003 ҫулсенче «Аудит-колсалтинг» АХО-ра ӗҫленӗ — малтан пахалавҫӑ, кайран тӗп бухгалтер пулнӑ. Вӑл предприятире Финанс директорӗ таран ӳснӗ.

2003–2010 ҫулсенче Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Унта ӑна Михаил Игнатьев чӗннӗ пулать.

2010 ҫултанпа Чӑваш Республикин пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех унччен вӑл пӗр хушӑ Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑха туса пынӑ.

2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа республикӑн финанс министерствине ертсе пыма пуҫланӑ.

Качча тухнӑ, пӗр ывӑл ӳстерет.

Чысланисем

  • Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министерствин хисеплӗ хучӗ (2006);
  • «2006 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне ирттерме пулӑшнӑшӑн» медаль (2007).

Пӑтӑрмахсем

2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче «Диссернет» проект Светлана Александровна хӑйӗн диссертаци ӗҫне ытти ӗҫсенчен вӑрласа ҫырнӑ тесе пӗлтернӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-09-28 12:05:37 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6144 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем